Галилей улшăвĕсем
- Кунти Улшу сăмаха, — терминсен шайĕнче, — Улшăну, Улăштару, Урăхлату т. ыт. те тенисемпе пăтраштармалла мар
Галиле́й улшăвĕсем (Галилей трансформацийĕсем) — классикăлла механикăра (Ньютонла механикăра) тата релятивизмла мар квантла механикăра: координатсен тата хăвăртлăхăн пĕр инерциаллă тытăмран тепĕр инерциаллă тытăма куçсан пулакан трансформацийĕ[1]. Термина Филипп Франк 1909-мĕш çулта сĕннĕ[2]. Галилей улшăвĕсем Галилейĕн танлаштарулăх принципĕ çине таянаççĕ, вăл вара кашни пуçлав тытăмĕнчех вăхăт пĕр пек шунине пĕлтерет («абсолютлă вăхăт»[3]).
Галилей улшăвĕсем Лоренц улшăвĕсен хăвăртлăхсем çутă хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех чухнехи тата вĕçĕр мар уçлăхри чикĕлле тĕслĕхĕ пулаççĕ. Калăпăр, Хĕвел тытăмĕнчи планетăсен хăвăртлăхĕсен тĕлĕшпĕ ку çав тери пысăк тĕллĕхпе тĕл килет.
Тĕнĕлсем коллинеарлă чухнехи улшăвсен курăмĕ[4]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Если те инерциаллă S' пуçлав тытăмĕ тепĕр S ИСО[5] тĕлĕшпе улшăнми хăвăртлăхпа тăрăх куçать пулсан, координатсен пуçламăшĕсем вăхăтăн малтанхи самантĕнче иккĕшĕнче те пĕрех-тĕк, вара Галилей улшăвĕсем çапла пулаççĕ:
е, векторла паллăсемпе усă курсан,
(юлашки формулăсем координатсен тĕнĕлесен кирек епле енĕшĕн те тĕрĕс).
- Куратпăр ĕнтĕ, çаксем координатсен вăхăтран (вăл кашни тытăмрах пĕрех) линилле килекен пуçлавĕн шăвăнăвĕн формулисем пулса тăраççĕ.
Ку улшусенчен куçакан пăнчăн хăвăртлăхĕсемпе хăвăртланăвĕсен икĕ тытăмри çыхăнăвĕсем те курăнаççĕ:
- Галилей улшăвĕсем Лоренц улшăвĕсен пĕчĕк хăвăртлăхсем чухнехи (çутă хăвăртлăхĕнчен нумай пĕчĕкрех) чикĕлле (уйрăм) тĕслĕхĕ пулаççĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Инерциаллă пуçлав тытăмĕ
- Танлаштарулăх принципĕ
- Классикăлла механика
- Лоренц ушăвĕсем
- Хăвăртлăхсен хушăвĕ
- Кăткăс куçăм
- Шрёдингер ушкăнĕ
- Баргман теореми
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чат кинематикăпа çеç сыхăннине кура, Галилей улшăвĕсем инерциаллă мар пуçлав тытăмĕсем енĕпе те тĕрĕс — анчах та вĕсем пĕр-пĕрин тĕлĕшпе пĕр тикĕс те тÿрĕ йĕрлĕн тата тапрануллăн куçсан çеç. Çапла вара кунта инерциаллă тытăмсем пирки кăна калани пурпĕрех вырăнлă.
- ^ Frank P. /Sitz. Ber. Akad. Wiss. Wien.—1909.— Ila, Bd 118.—S. 373 (esp. p. 382).
- ^ Абсолютлă вăхăт тенинчен физикăра ХХ ĕмĕртен пуçласа пăрăнма тивнĕ
- ^ Вырăсла ăнлантару (ăна куçармалла): <<Принципиальный интерес с точки зрения физики представляет собой лишь случай, когда оси координат (если вообще используется координатное представление; к символической векторной форме записи этот вопрос можно считать не имеющим отношения) инерциальных систем, между которыми производится преобразование, направлены одинаково. В принципе они могут быть направлены и по-разному, но преобразования такого сорта представляют с физической точки зрения лишь технический интерес, так как сводятся к композиции преобразования с сонаправленными осями, рассмотренного в данной статье, и фиксированного (не зависящего от времени) поворота осей координат, представляющего чисто геометрическую задачу, к тому же в принципе несложную. Поворот же осей, зависящий от времени, означал бы вращение координатных систем друг относительно друга, и по крайней мере одна из них не могла бы тогда быть инерциальной.>>
- ^ Вырăсла сăмахсенчен тунă аббревиатура: инерциаллă пуçлав тытăмĕ (инерциальная система отсчёта)